Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Муркаш районӗ

Пӑтӑрмахсем

Пулла кайнӑ арҫынна темиҫе кун каяллах шырама пуҫланӑ. Шел те, ҫак кунсенче унӑн виллине тупнӑ. Кун пирки арҫыннӑн хӗрӗ Ксения пӗлтерет.

Шупашкарта пурӑнакан Вадим Филиппов Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи утрава икӗ кунлӑха пулла кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Каҫхине вара ҫыхӑнӑва тухман.

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем утрав ҫине арҫынна шырама кайнӑ. Унта вӑлтине, киммине тупнӑ, утрава пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах тӑванне тупайман. Кун хыҫҫӑн вӗсем полицие шӑнкӑравланӑ.

Каярахпа ҫав арҫынна вӑлта выртнӑ ҫӗртен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл сывламан ӗнтӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ путса вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42277
 

Ял пурнӑҫӗ

Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Ятман ялӗн уявӗ иртнӗ. Унта нумай-нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене те саламласа чысланӑ.

Культура ӗҫченӗсем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Кӑҫал ятмансем ял уявӗнче нумай ҫул пӗрле пурӑнакансене чыслама палӑртнӑ. Сцена ҫине сумлӑ хӑнасем хӑпарнӑ: Анатолий тата Римма Палишковсем (50 ҫул пурӑнаҫҫӗ), Герман тата Зоя Ивановсем (55 ҫул пӗрле). Вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпе район пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ, тӑван колхозра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ. Хӑйсене лайӑх енчен кӑна кӑтартнӑ вӗсем, ҫавна май «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

Нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсем Хисеп кӗнеки ҫине алӑ пуснӑ. Вӗсене Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ятӗнчен ӑшшӑн саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42142
 

Культура
Муркашсен паянхи ларӑвӗ
Муркашсен паянхи ларӑвӗ

Муркаш районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗпе тата унти паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан энциклопедие ҫитес ҫул ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларасшӑн. Ҫапла паян иртнӗ ларура йышӑннӑ.

Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫумӗнче культура енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗпе Муркаш районӗн энциклопедине кӑларас енӗпе ӗҫлекен редакци канашӗ паян пӗрлехи ларӑва пуҫтарӑннӑ. Районти тӗп вулавӑшӑн ертӳҫи Ирина Николаева энциклопеди хатӗрлес ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ.

Сӑмах май, асӑннӑ муниципалитет ӑна хӑй вӑхӑтӗнче ытти районтан маларах кӑларнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн нумай япала ылмашнӑ. Унччен сиксе юлнисене те ҫӗнӗ кӑларӑма кӗртесшӗн.

Райадминистрацин сайтӗнче йӗркеленӗ «Краткая энциклопедия Моргаушского района» (чӑв. Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ) баннера кӗрсе кирек кам та кирлӗ информаци хӑварма пултарать.

 

ҪУ
30

Калайкасси шкул ачисем кӑҫал та Акатуй ирттерчӗҫ
 Эльвира Портнова | 30.05.2017 19:18 |

Вӗренӳ

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине халалласа А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗнче акатуй иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ уяв ҫӳ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шӑматкун пулчӗ. Ир-ирех ачасем, ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе шкул садӗнче хурансем ҫакрӗҫ, сӗтел ҫине тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартрӗҫ. Малтанхи кунсенче кашни класс хӑйӗн картине, апат хатӗрлемелли вырӑна, кил-ҫурта илемлетрӗ, тирпейлерӗ.

Акатуй 9 сехет ҫурӑра вӑйӑ картипе пуҫланчӗ. Чӑваш тумӗ тумланнӑ ача-пӑча, яш-кӗрӗм карталанса утни чуна тыткӑнларӗ. Акатуя шкул директорӗ Ершова Т.А. уҫрӗ. Татьяна Аркадьевна чи хастар та пултаруллӑ ачасене грамотӑсемпе чысларӗ, ашшӗ-амӑшӗсене тата вӗрентекенсене тав хучӗсем пачӗ. Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Евстафьевич Ерагин чӑваш-халӑх йӑли-йӗркине упрасси пирки калаҫрӗ, ачасене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ. 6, 8 класс хӗрӗсем чӑваш ташшипе савӑнтарчӗҫ, 3-мӗш класс ачисем ҫӑварни йӑлине кӑтартса пачӗҫ, Саида Колдашова «Тӑван яла» юрӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗ.

Уява уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем ачасен кану вырӑнне ҫул тытрӗҫ. Асӑнса хӑвармалла, кӑҫал кашни класс «Техӗмлӗ сӗтел» тата «Чи илемлӗ те тирпейлӗ кил карти» конкуса хатӗрленнӗ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.

Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.

Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.

 

Статистика

Туризмӑн федераци агентстви ял туризмӗ мӗнле аталаннине тишкернӗ, топ-10 региона палӑртнӑ. Унта пирӗн Чӑваш Ен те кӗнӗ.

Кунсӑр пуҫне топ-10 списока Белгород, Ленинград, Калуга, Калиниград, Мускав, Тамбов облаҫӗсем, Карели, Коми республикисем, Алтай крайӗ кӗнӗ. Чӑваш Республикинче туристсене ытларах «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ, «Сӑрҫи» заповедник, Йӗпреҫри этнографи музейӗн комплексӗ, Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ, Муркаш районӗнчи тури чӑвашсен музейӗ, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Муркаш районӗнчи ватӑ юман тата ыттисем илӗртеҫҫӗ-мӗн.

Чӑваш Енре ял тата экологи туризмӗ Шупашкар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Тӑвай, Муркаш районӗсенче аталанма тытӑннине палӑртнӑ.

 

Чӑвашлӑх
«Ирӗклӗх» хастарӗсем юман хунавӗ умӗнче
«Ирӗклӗх» хастарӗсем юман хунавӗ умӗнче

Иртнӗ шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, «Ирӗклӗх» хастарӗсем те Шурча вӑрҫи иртнӗренпе 175 ҫул ҫитнине палӑртма ҫитнӗ. Ҫак куна палӑртса тӗп уяв Шурча ялӗнче иртнӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсем вара паттӑрла пуҫ хунисене палӑк умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа асӑнчӗҫ. Унсӑр пуҫне виҫӗмҫул тата пӗлтӗр лартнӑ юман хунавӗсене те тӗрӗслерӗҫ. Вӗсем чиперех тымар янӑ, ҫур кунне кӗтсе илсе симӗс ҫулҫӑсем те кӑларнӑ.

Аса илтерер, Шурча вӑрҫи Муркаш тӑрӑхӗнче 175 ҫул каялла тапраннӑ. Вӑл вӑхӑтра патша хушӑвӗпе мӑкаҫей ҫӗрне сухаламалла пулнӑ, ҫакӑнпа килӗшмесӗр халӑх пӑлхав ҫӗкленӗ. Шурча вулӑс центрӗ пулнӑ май сенӗк-пуртӑсемпе хӗҫпӑшаланнӑ ҫынсем ҫак ял таврашне пухӑннӑ. Патша ҫарӗсем пӑлхава тухнӑ халӑха хӗрхенмен, тӗрлӗ енлӗн хӗн кӑтартнӑ. Пӗрисене хулӑпа хӗненӗ, теприсене Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Вилнисен йышӗ те пӗчӗк пулсан. Тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ тӑрса пуҫ хунисене те ун чухнехи влаҫ хисеп туман, выльӑх ҫӑвипе юнашар пытарттарнӑ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче кӑна вара ҫав паттӑрсене чыс туса палӑк лартнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне, Наци музейне, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне тата вӗсене ӗҫлеттерекен профильлӗ министерствӑсене «2014-мӗш ҫулта Чӑваш Енри Муркаш районне кӗрекен Тивӗш салинчи пӗр чӑваш килӗнче упранакан революцичченхи (XIX ӗмӗр вӗҫӗ – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ) шкулта усӑ курнӑ икӗ алҫырӑвӑн (чӑвашла-вырӑсла сӑмахсарӑн (словарьӗн), историпе математика, юрӑпа кӗвӗ вӗренӳ кӗнекин) тата ялти пӗр ҫӗр ӗҫченӗн тӗлӗнмелле кӑсӑк «кун кӗнекин» (кунта ҫав вӑхӑтри Ишек пасарӗнчи хаксем, тыр-пул акса-вырни, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗсем тата ытти сӑнав) темиҫе хут листин скан-кописене ярса панӑ». Кун пирки «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ.

«Хӑйсен тӗпчев кӑсӑкне пӗлтерсен пӗрле ӗҫлеме хатӗр. Палӑртнӑ кӗнекенсен тулли скан-кописем пирки «Ирӗклӗхри» Дмитрий Степановран ыйтма пултаратӑр», — тесе ҫырнӑ унта.

 

Культура

Нумаях пулмасть Александра Лазаревӑн 100 ҫулхи юбилейне Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикасассинче паллӑ тунӑ. Ҫак кунсенче, ҫу уйахӗн 11-мӗшӗнче, ҫыравҫа халалланӑ литература каҫӗ К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче те иртнӗ.

Литература каҫне шкул ачисем, студентсем, ҫыравҫӑсем, поэтсем, ӑсчахсем, Александра Лазаревӑн тӑванӗсем хутшӑннӑ. Унта юрӑсем те янӑранӑ. Ҫултикассинчи хӑнасем те, Александра Лазаревӑн тӑванӗ те юрӑ шӑрантарнӑ.

Александра Лазаревӑпа Леонид Агаковӑн хӗрӗ Алиса Агакова, Юрий Сементер поэт, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ тата ытти сумлӑ ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Александра Лазаревӑн пултарулӑхне пысӑк хак панӑ.

Александра Лазарева 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Тӑмлай ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Балашовӑри авиаци техникумӗнче ӑс пухнӑ. 1939 ҫулта хавшанӑ сывлӑхне пула авиацие хӑварма тивнӗ. Шупашкара килсен ҫыравҫӑсен курсӗнче вӗреннӗ, 1945 ҫултанпа литература каҫалӑкӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн паллӑ кӗнекисене асӑнса хӑвармалла: «Чипер Анна», «Ҫутӑ пӗве», «Телейлисем», «Хӗр чӗри», «Санӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус».

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
Ярапайкассинчи Лидия Александрова
Ярапайкассинчи Лидия Александрова

Муркаш районӗнчи Ярапайкассинче пурӑнакан Лидия Александрова паян кун та ӗлӗкхи ӗҫ йӗркине алӑран яман. Ун патӗнче хӑнара пулнӑ Марина Карягина тележурналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кинеми «хӗлӗн-ҫӑвӗн ҫип хатӗрлесе пир тӗртет».

Телекуравҫӑсем Муркаш районне ӗлӗкхи ӗҫ йӑли-йӗркине ӳкерме кайнӑ: пир тӗртнине, ҫип пӗтӗрнине, пир ҫапнине тата ыттине те. Марина Карягина ҫырнӑ тӑрӑх, Ярапайкассинчи кинемисем кӑтартассишӗн туса кӑтартман ҫак ӗҫсене. Маларах асӑннӑ Лидия Александрова, акӑ, ҫип хатӗрлесе пир тӗртет. Кунпа вӑл хӗлле те, ҫулла та аппаланать. Чун канӑҫне тата ал пыракан ӗҫе пурнӑҫлама Лидия Даниловнӑн пир тӗртмелли станок та, ун валли кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр те упранса юлнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, [55], 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, ... 99
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 27

1841
183
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
134
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
103
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
101
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
87
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та